Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Савельев Максим Савельевич


Савельев Максим Савельевич — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ (1976), РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ (1983). 1927 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Сморотин (?) ялӗнче ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 1956 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен Совет ҫарӗнче тухтӑр ӗҫне туса пынӑ. 1957-66 ҫулсенче Мариупольте вӑй хунӑ. 1966 ҫултанпа Шупашкара куҫнӑ — резинӑпа техника япаласен савучӗн медицинӑпа санитари пайӗнче тӗп тухтӑр (1972 ҫулччен) пулнӑ. 1990 ҫулччен Шупашкарти пульницасенче ӗҫленӗ, вӑл тӑрӑшнипе ҫӗнӗ корпуссем ӳссе ларнӑ. Республикӑн 2-мӗш пульницана (100 вырӑнлӑ) уҫассишӗн те вӑлах тӑрӑшнӑ.

Чысӗсем

Максим Савельевич ӗҫне-хӗлне Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ варҫин 2-мӗш шайри орденпа, медальсемпе чысланӑ.


 
Категорисем: Савельев Максим Савельевич

Тулли верси :: Статья каҫми